Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Килӗр хӑнана (Е. Иовлева)

Ман паян ҫуралнӑ кун
Тӑпӑлтатать ҫамрӑк чун
Хӑнана кӗтсе сире
Тӑрӑшатӑп тӗпелте

Кунӗпе вар-вар утап
Кӑмкине те хутап
Кукалӗ пиҫет каҫчен
Хамӑр тӑван киличчен

Хушса юрламалли:
Эй, туссем, тӑвансем
Каччӑсемпе сар хӗрсем
Килӗр, килӗр хӑнана
Юрлама та ташлама
Килӗр, килӗр хӑнана
Юрлама та ташлама

Эй, тӑванӑм ҫулсерен
Вӑхӑт иртет кунсерен
Чуна уҫса калаҫма
Васкаса кил ман пата

Хушса юрламалли:
Эй, туссем, тӑвансем
Каччӑсемпе сар хӗрсем
Килӗр, килӗр хӑнана
Юрлама та ташлама
Килӗр, килӗр хӑнана
Юрлама та ташлама

Тӑвансем пӗрле чухне
Йӑтар-и пӗрер черкке
Савӑнар паян пӗрле
Кӗр кӗрлетӗр кӗреке

Эй юлташӑм юмахлар
Асӑнмалӑх савӑнар
Тупар телей уҫҫине
Пӗрле чухне хитре тӗнче

Хушса юрламалли:
Эй, туссем, тӑвансем
Каччӑсемпе сар хӗрсем
Кмлӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла
Кмлӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла

Ман тӑвансем ылтӑн пек
Кӑмӑлӗсем кӗмӗл пек
Вӑхӑт ҫитрӗ уйрӑлма
Пирӗн инҫе каймалла

Эсир тухса кайсассӑн
Юлӑп эпӗ хурланса
Ҫул ҫине чулсем хурса
Ҫитӗп-ха сирӗн пата

Хушса юрламалли:
Эй, туссем, тӑвансем
Каччӑсемпе сар хӗрсем
Кмлӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла
Кмлӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла

Эй, туссем, тӑвансем
Каччӑсемпе сар хӗрсем
Килӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла
Килӗр, килӗр хӑнана
Пирӗн пӗрле пулмалла

MP3 форматпа

http://music.chuvash.org/New/%d0%98%d0%be%d0%b2%d0%bb%d0%b5%d0%b2%d0%b0_%d0%95/010-e%20iovleva-kiler%20honana.mp3_Килӗр хӑнана.mp3


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-02-26 12:20:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4545 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем